Погиб подполковник Руслан Желудкин - Пограничник. Форум

Описание Молодая Гвардия - Участники дебатов начинают новый сезон

Автопробег Живая память - 2014 » 21 Регион - Информационно


Шупашкар çывăхĕнчи аварие пула краççын цистерниỹпĕнсе кайнă
Паян Шупашкарта Кремечке станци çывăхĕнчи чугун çул çинче авари пулнă. Пăтăрмах пирки васкавлă службăсене 10 сехет çитеспе пĕлтернĕ. Хăйăр тиенĕ Камазпа груз турттармалли поезд çапăннă. Çавна пула краççын тултарнă пĕр цистерна çаврăнсаỹкнĕ. Тепловоз машинисчĕ каланă тăрăх, Камаз семафор çутине пăхмасăрах çул урлă каçма пуçланă. Аманнă водителе тỹрех больницăна ăсатнă. Ун тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарма пултараççĕ.
Алиса Александрова, Павел Иритков.
Çĕрпỹре шыв-шуртан сыхлакан дамбăсем хăпартаççĕ
Кашни çуркунне тенĕ пекех Çĕрпỹри 200 ытла çурта шыв илет. 2004 çулта çывăхри темиçе ял нуша курнă хыççăн Çавал шывĕ хĕррипе 2 дамба тунă. Анчах та хулан хĕвел тухăç енĕ çав-çавах хỹтлĕхсĕр пулнă. Республика Правительствин йышăнăвĕпе унта пĕлтĕр çĕнĕ икĕ дамба хăпартма пуçланă. Икĕ Çавал пĕрлешнĕ çĕрте пурăнакансем çуркунне тĕлне вăрăм кунчаллă атăсем, кимĕсем хатĕрлесе хума хăнăхнă. Шыв илес хăрушлăх кунта уйрăмах пысăк. Çут çанталăкпа экологи министерствин пуçарăвĕ халĕ çак нушана татса пама пулăшĕ. Кунта хулана кĕрекен шыва тытса чаракан 2 хỹтĕлев дамби пулать. Вĕсен тăршшĕ 6 пин метра яхăн. Дамба çỹллĕшĕ вăтамран 3 метр, сарлакăшĕ 6 метр çурă пулать. Палăртнине пурнăçа кĕртме патшалăх 204 миллион тенкĕ уйăрнă. Çав шутран 33 миллионне - республика хыснинчен. Дамбăсем 100 çулта пĕрре килекен чи вăйлă çурхи шыва тытса чарма пултарĕç. Вĕсене туса пĕтерсен, 13 пин ытла çын пурăнакан Çĕрпĕве пысăклатма май пулать. Пĕве пуçĕнче 3 шлюз туса хăвараççĕ. Вĕсем тулса каякан шыва антарма пулăшаççĕ. Çапла майпа дамба хăйне те хỹтĕлеме пултарĕ. Ку тăрăхри çут çанталăк та самай илемленĕ. Аслă Çавал малтан Тихвин монастирĕ çумĕпе юхнă. 45 çул каялла ăна Виçпỹрт ялĕ енчен тỹрлетсе янă. Çак вырăн вара кỹлĕ пек пулса юлнă. Анчах та кунта шыв тытăнса тăмасть. Дамбăсене туса пĕтерсен кỹлле таса шывпа тултараççĕ, пулă яраççĕ. Халĕ кунта ĕç вĕрет. Строительсем лайăх çанталăкăн пĕр кунне та сая ямаççĕ.
Алексей Енейкин, Виктор Степанов.
Республикăра Украинăри вăрçăран тарса килнисене пулăшассипе малалла ĕçлеççĕ
Паянхи куна Чăваш Енре кỹршĕллĕ çĕр-шыври 890 ытла çын хỹтлĕх тупнă. Вĕсене вăхăтлăх ятарлă пунктсене, çемьесене вырнаçтарнă. Инкеке лекнисене патшалăх та, ахаль çынсем те пулăшаççĕ. ĕçпе тивĕçтерекен центр та аякра юлмасть - тăтăшах ĕç ярмăрккисем ирттерет. Украинăран килнĕ çынсем валли вакансисем хатĕрленĕ. Пĕтĕмпе 1730 ĕç вырăнĕ. Чылай организаци пурăнмалли вырăнпа та пулăшма хатĕр. Çавăн пекех консультаци пункчĕсем ĕçлеççĕ. Кунта специалистем хăнасене республикăра мĕнле ĕç вырăнĕсем пулнине каласа параççĕ, тĕрлĕ вакансисемпе паллаштараççĕ.
Елена Иванова, Владимир Синдеев.
Черет тăмасăр тĕрлĕ справка тата документ тăвасси ытларах та ытларах вăй илсе пырать
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра патшалăх пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕпе 10 пин ытла хут усă курнă. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 3 хута яхăн нумайрах. Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, электронлă майпа ытларах ЗАГС органĕсемпе çыхăнаççĕ - çуралнине е вилнине çирĕплетекен хутсем, мăшăрлану свидетельствисем тума ыйтаççĕ. Çавăн пекех ача садне черете çăмăллăн çырăнасси те илĕртет. Ку майпа хальлĕхе Шупашкарта пурăнакансем усă курма пултараççĕ. Патшалăх пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче унсăр пуçне ĕç шырама, тĕрлĕ пособисем илме заявлени çырма пулать. Анчах та малтан асăннă сайтра регистрациленмелле. Ку кăтартупа вара республика мухтанма пултараймасть. Паянхи куна халăхăн 6 проценчĕ çеç хальхи технологисемпе туслă.
Владимир Тимофеев.
Канаш районĕнчи пĕр пĕвере пулăсем санаторири пек çитĕнеççĕ
Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенчен тата Евросоюза кĕрекен çĕр-шывсенчен пахча-çимĕç, улма-çырла, аш-какай кỹрсе килме чарнăран, Раççейри ял хуçалăх предприятийĕсен апат-çимĕçе хамăр тăрăхрах вырнаçтармалли майсем ытларах пулĕç. Унсăр пуçне вĕсене пулăшма Правительство халĕ ятарлă программа хатĕрлет. Пирĕн республикăри çĕр ĕçченĕсен те çакăнпа усă курма васкамалла. Канаш районĕнчи Ачча ялĕнче пурăнакан Александр Кузьмин, акă, пулă ĕрчетекен хуçалăхне аталантарасшăн. Александр Иванович пире Катек ялĕ çывăхĕнчи пĕве хĕрринче кĕтсе илчĕ. Ăна вăл 49 çуллăха тара илнĕ. Ачаранах пулла çỹреме юратаканскерĕн, çут çанталăк пуянлăхне хаклаканскерĕн пур çĕрте те таса та тирпейлĕ. Хуçалăхне вăл хăйĕн ентешĕн, вĕренекенĕн, Дагестан çĕрĕ çинче паттăррăн пуçне хунă Руслан Желудкин ятне панă.
ĕçе пуçарса яма Александр Иванович банкран кивçен илнĕ. Пĕвене миллион тенкĕлĕх вĕтĕ пулă янă. Плотинăна тасатнă, вăй çитернĕ таран юсанă. ĕçе пуçăниччен пулă ĕрчетме вĕрентекен кĕнекепе тĕплĕн паллашнă. Шывра пурăнаканскерсене те пăхма пĕлмелле иккен. Эрнере икĕ хут Александр Кузьмин вĕсене апат парать, ветеринарсем те пулăсен «сывлăхне» тĕрĕслесех тăраççĕ. Пĕвене пăхса тăракан хуçа тупăннине ял тăрăхĕн администрацийĕнче ырласа йышăнаççĕ. Халĕ ку илемлĕ вырăна çынсем канма та, пулă тытма та çỹреççĕ. Хăнасене Александр Кузьмин яланах тарават, анчах сăтăр тăвакансем, хăйсем хыççăн тасатса, тирпейлесе хăварманни те пулкалать. Çакă кăмăла пăсать, паллах, тет Александр Иванович. Шкулта ачасене физкультура вĕрентнĕ, предприниматель пулнă Александр Кузьмин алă усса ларма хăнăхман. Мăшăрĕпе виçĕ ачи пулăшса, хавхалантарса пынипе хуçалăха аталантарса яма, туристсем валли кану вырăнĕ йĕркелеме ĕмĕтленет.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов.
Шупашкар районĕнчи пахчаçă хуçалăхĕнче кашни çул панулми ăнса пулать
Паян Православири паллă кун – Преображени. Чиркỹсенче литурги иртнĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ улма-çырла, вăл шутра панулми çветить тунă. Çавăнпа халăхра çак куна пан улми сăпасĕ теççĕ. Паянтан çĕнĕ çимĕç çиме пуçланă.
Шупашкар районĕнче пурăнакан Геннадий Васильев 10 çул ытла кăнтăр енче çитĕнекен улмуççи сорчĕсемпе ĕçлет. Европăн ăшă тăрăхĕсенче пулакан улма-грушăсене хăйĕн пахчинчех çитĕнтерет. «Пирĕн тăрăхра халичченỹсмен улмуççисем юлашки çулсенче хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç»,- тет пахчаçă. Делишес, Джонатан панулми сорчĕсем Европăран килнĕ. Раççейе ăна Италирен тата Францирен илсе килсе сутаççĕ. Çак улмуççисем халĕ ку тăрăхра та кашни çул ăнса тухăç параççĕ. Пан улмисем çĕнĕ çимĕç пуличчен упранаççĕ. Геннадий Васильевичăн пахчинче груша та ăнса пулать. 5-6 тĕрлĕ сортпа сыпнă хунавсем çулран-çул тухăçнеỹстерсе пыраççĕ, туратсем усăнса аннă. Пĕр йывăçран çу каçипех çимĕç илме пулать. Пĕр-икĕ турачĕ çулла пиçет, ыттисем кĕркунне груша параççĕ. Пахчара пурĕ 25 тĕрлĕ груша çитĕнет. Халăх академикĕ Чăваш Енри ытти пахчаçăсене те тухăçлă пулакан çимĕçсене пĕр иккĕленмесĕр туса илме вĕрентесшĕн.Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенче тата Европа çĕр-шывĕсенче туса кăларнă продукцие пирĕн патра сутма чарнипе усă курса хăвăртрах çанă тавăрса ĕçлемеллине калать пахчаçă. Аякран турттарса килекен пан улмисем пирĕннинчен нимпе те уйрăлса тăмаççĕ.
Алексей Енейкин, Александр Яковлев.

Источник: http://www.chgtrk.ru/region/rnews.html?id=82143&ri...

Это стоит посмотреть